Чеелӗх — Айванлӑх

 

7912Айван авланать — хусах хускалать.Чеелӗх — Айванлӑх
7913Айван айӑплать, ӑсли татса парать.Чеелӗх — Айванлӑх
7914Айван айри ӑспа пурӑнать.Чеелӗх — Айванлӑх
7915Айван алли хӑрӑк турат.Чеелӗх — Айванлӑх
7916Айван аллинче ыр япала та пӑсӑлать.Чеелӗх — Айванлӑх
7917Айван аллипе нумаях авӑн ҫапаймӑн.Чеелӗх — Айванлӑх
7918Айван ашакран ӑслӑ выльӑх пулас ҫук.Чеелӗх — Айванлӑх
7919Айван ӑсӗ арпалӑхра ҫывӑрать.Чеелӗх — Айванлӑх
7920Айван ӑсӗ виҫӗ сӑмах каличчен.Чеелӗх — Айванлӑх
7921Айван ӑсӗпе ӑсан чӗппи те тытайман.Чеелӗх — Айванлӑх
7922Айван ӑслӑ ачасем хӗр куҫӗнчен ӳкеҫҫӗ.Чеелӗх — Айванлӑх
7923Айван ӑспа пыллӑ сӑра мар, ӑсла та ӗҫме хушман.Чеелӗх — Айванлӑх
7924Айван ӑспа тӗнче касаймӑн.Чеелӗх — Айванлӑх
7925Айван сурӑх кашкӑр телейӗ.Чеелӗх — Айванлӑх
7926Айван ҫӑка сӳнӗ ҫӗре ӑсли така сӳсе пӗтерет.Чеелӗх — Айванлӑх
7927Айван ҫерҫи Атӑла путнӑ тет.Чеелӗх — Айванлӑх
7928Айван ҫинче ӑсли ларса ҫӳрет.Чеелӗх — Айванлӑх
7929Айван ҫуралнӑ ҫынна ҫӗнӗрен авма ҫук.Чеелӗх — Айванлӑх
7930Айван ҫӳҫӗ хуйхӑпа мар, хӗвелпе шуралать.Чеелӗх — Айванлӑх
7931Айван ҫын ӑслӑ ҫынна кураймасть.Чеелӗх — Айванлӑх
7932Айван ҫын виҫ хурӑн хушшинче аташнӑ тет.Чеелӗх — Айванлӑх
7933Айван ҫын йӑлине пӗлсе пӗтереймӗн.Чеелӗх — Айванлӑх
7934Айван ҫын ҫӑвар карса тӗлӗнет.Чеелӗх — Айванлӑх
7935Айван ҫын эртел пуҫӗ пулас ҫук.Чеелӗх — Айванлӑх
7936Айван ҫын юррине ан юрла.Чеелӗх — Айванлӑх
7937Айван ҫын яланах ӑслине вӗрентме пӑхать.Чеелӗх — Айванлӑх
7938Айван ҫынна ӑс вырӑнне пӑс кӗрет.Чеелӗх — Айванлӑх
7939Айван ҫынна пурнӑҫ пӑхать теҫҫӗ.Чеелӗх — Айванлӑх
7940Айван ҫынна пурте тӑван.Чеелӗх — Айванлӑх
7941Айван ҫынна Турӑ та телейлӗ тӑвайман.Чеелӗх — Айванлӑх
7942Айван ҫынна улталама ҫӑмӑл, ҫиллӗ ҫынна ҫиллентерме ҫӑмӑл.Чеелӗх — Айванлӑх
7943Айван ҫыннӑн ӑсӗ хӑйшӗн те ҫук.Чеелӗх — Айванлӑх
7944Айван ҫыннӑн именесси ҫук.Чеелӗх — Айванлӑх
7945Айван ҫыннӑн куласси пӗтмест.Чеелӗх — Айванлӑх
7946Айван ҫыннӑн кулли малта, ӗҫӗ хыҫалта; ӑслӑ ҫыннӑн ӗҫӗ малта, кулли хыҫалта.Чеелӗх — Айванлӑх
7947Айван ҫыннӑн пуртӑ аври урлӑ.Чеелӗх — Айванлӑх
7948Айван ҫыннӑн пурте килте ҫук.Чеелӗх — Айванлӑх
7949Айван ҫыннӑн пуҫӗ пӗчӗккӗ.Чеелӗх — Айванлӑх
7950Айван ҫыннӑн ҫылӑх сахал.Чеелӗх — Айванлӑх
7951Айван ҫыннӑн турти кӗске.Чеелӗх — Айванлӑх
7952Айван ҫыннӑн чӗлхи вӑрӑм.Чеелӗх — Айванлӑх
7953Айван ҫыннӑн чӗлхи те пуклак.Чеелӗх — Айванлӑх
7954Айван ҫыннӑн яланах арӑмӗ ухмах.Чеелӗх — Айванлӑх
7955Айван та хисеп тунине юратать.Чеелӗх — Айванлӑх
7956Айван тилӗ ҫуха пулать, чее тилӗ ватта юлать.Чеелӗх — Айванлӑх
7957Айван Турӑран ыйтать, маттур ӗҫлесе тупать.Чеелӗх — Айванлӑх
7958Айван туяс ҫук, ӑсли калас ҫук.Чеелӗх — Айванлӑх
7959Айван тӳр ҫул ҫинчен те сукмак ҫине тухать, ӑсли сукмак ҫинчен тӳр ҫул ҫине тухать.Чеелӗх — Айванлӑх
7960Айван тытӑнсан арман та тӳнет.Чеелӗх — Айванлӑх
7961Айван укҫа сӗнет, ухмах ӑна та илме пӗлмест.Чеелӗх — Айванлӑх